МБОУ «ГИМНАЗИЯ №8» Г.ШУМЕРЛЯ
668 subscribers
9.2K photos
364 videos
1 file
215 links
Новостной школьный канал
Download Telegram
Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» сăвă конкурсĕ иртрĕ.

🙋‍♀️Çак ăмăртăва 3 "Б" классри вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Хальхи шкул ачисемшĕн чăваш чĕлхи ют чĕлхе шутĕнче, çавăнпа та кĕçĕн классрах ачасене чăваш чĕлхипе кăсăклантарса ярасси пысăк пĕлтерĕшлĕ ☝️

🌟Чăваш чĕлхипе ирттернĕ меропиятисенче ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхаланаççĕ.

🥇Ăмăртăва хутшăнакансене вара малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии #образованиеЧувашии #РДШ #РДШ_21 #чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи
#ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
Чăваш чĕлхи эрни пынă май, ачасене чăваш халăх тумĕн илемне курма, юратма вĕрентес тĕллевпе 3 "В" классра "Асанне арчинче" класс сехечĕ иртрĕ.

🏨Кăсăклă урок шкулти этнографи музейĕнче пулчĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе пĕрле асанне арчине уçса пăхрĕç, унăн вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.

Çак урокра чăваш халăхĕн тум-тир илемлĕхне, авалхи асамлӑхне тата пӗлтерӗшне ачасене туйма хăнăхтарасси пĕрремĕш вырăнта пулчĕ.
Вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе "Асанне арчинче" сăвва вылляса кăтартрĕç.

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи
#ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
💫Чăваш чĕлхи эрни шайĕнче 💫

Чăваш чĕлхи кунне тата Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа пуҫламӑш классен вĕрентекенĕ Архипова Т.М. 9а классра "И.Я. Яковлев пурнăç утăмĕпе" ("По страничкам жизни И.Я. Яковлева") класс сехечĕ ирттерчĕ.

🌟Чăваш чĕлхипе ирттернĕ меропиятисенче ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхаланаççĕ.

☝️Çамрăк ăру Иван Яковлевич Яковлев ятне ялан асра тытать.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
Чăваш чĕлхипе литература эрни шайĕнче пуҫламӑш классен вĕрентекенĕ Виссарова Л.В., 3в классра вĕренекен ачасене кашни кунах Чăваш енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе паллаштарчĕ.

💢Вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан,
çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе янă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ӗçӗхӗлӗпе тата вăл тăрăшнипе уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн паллă вĕренекенĕсемпе  паллашрĕç.
Унсăр пуçне А. Николаев, В. Чапаев тата ытти чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çынсен ячĕсем класс сехечĕсенче янрарĕç.

☝️Пирĕн Чăваш ен паллă çынсемпе пуян, вĕсене пурне те вĕренекенсем асра тытаççĕ.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
💢 Иван Яковлевич Яковлев чăвашсен илемлĕ литературине аталанма çул уçса парас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Унăн ăса вĕрентекен пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулаççĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн илемлӗ хайлавӗсене вуласан ачасем ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен хисеплеме, тимлӗх уйӑрма вӗренеҫҫӗ.

💫5-мĕш класра вӗренекенсем Чăваш чĕлхипе литература эрни шайĕнче И.Я. Яковлев📚 калавӗсемпе паллашрĕç, вĕсем тăрăх 🎨 ӳкерчĕксем турĕç. 🙋‍♀️Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури» ("Мышонок на прогулке"), «Автан» ("Петух"), «Кашкăрпа сурăх путекки» ("Волк и ягненок"), «Кулачă» ("Калач"), «Лаша шырани» ("Как мужик лошадь искал") калавсем килĕшрĕç.

☝️Вĕренекенсем ăсчахăмăрăн калавĕсем пурте лайăха тата ырра çеç вĕрентнине палăртрĕç.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
🎓Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш халăхне çyтта кăлараканĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175-çул тултарнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци иртрĕ.

📝Çак акцие Чăваш Республикин Çĕмĕрле хулин муниципалитет пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан бюджет учрежденийĕ «8 №-лĕ Гимнази» вĕренекенĕсем хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 56 🙋‍♀️ачапа 👩‍🏫вĕрентекен диктант çырчĕç. Диктант Юхма Мишши çырни тăрăх хатĕрленĕ текст. 📃Текстра тăван халăхĕшĕн улăпла пысăк ĕç тунă Иван Яковлевич Яковлев çинчен каланă.

💢Вĕренекенсем мухтавлă ентешĕмĕр Иван Яковлев – чаплă педагог, историк, этнограф, пултаруллă куçаруçă, чăвашла çырнă вĕренӳ кĕнекисен авторĕ пулнине аса илчĕç, хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Иван Яковлевич Яковлев çутта кăлараканăн ятне çамрăк ăру яланах асра тытать.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
#чӑвашдиктанчӗ #пӗтӗмчӑвашдиктанчӗ