МБОУ «ГИМНАЗИЯ №8» Г.ШУМЕРЛЯ
663 subscribers
9.17K photos
362 videos
1 file
215 links
Новостной школьный канал
Download Telegram
Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсене халалласа Çĕмĕрле хулин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан "8-мĕш Гимназийĕнче" «Чечеклентĕр Чăваш Енĕм!» ятлă чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

🌟Хаваслă вăйă "Уртем тата унăн тусĕсем" ачасене кăсăклантарса ячĕ.
Шкул вулавăшĕнче 📚ачасем чăваш çыравçисен сăввисемпе паллашрĕç, килĕшекеннисене пăхмасăр веренме кăмалларĕç.

По сложившейся традиции в МБОУ "Гимназия №8" г. Шумерля проходит неделя чувашского языка "Процветай Чувашский край!", приуроченная ко Дню чувашского языка, который в республике отмечается 25 апреля.
⚠️Неделя чувашского языка проводится с целью сохранения и развития национального языка.

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии #образованиеЧувашии #центравангард #центравангард21 #РДШ #РДШ_21 #Гимназия8 #Шумерля
#чăвашчĕлхи
Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» сăвă конкурсĕ иртрĕ.

🙋‍♀️Çак ăмăртăва 3 "Б" классри вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Хальхи шкул ачисемшĕн чăваш чĕлхи ют чĕлхе шутĕнче, çавăнпа та кĕçĕн классрах ачасене чăваш чĕлхипе кăсăклантарса ярасси пысăк пĕлтерĕшлĕ ☝️

🌟Чăваш чĕлхипе ирттернĕ меропиятисенче ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхаланаççĕ.

🥇Ăмăртăва хутшăнакансене вара малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии #образованиеЧувашии #РДШ #РДШ_21 #чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи
#ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
💫Гимназисты-участники республиканского диктанта «Выдающиеся люди Чувашии».

🙋‍♀️В рамках Года выдающихся земляков в Чувашии, в преддверии Дня Чувашского языка, в целях повышения исторической грамотности и патриотического воспитания, обучающиеся МБОУ "Гимназия № 8" г. Шумерля приняли участие в республиканском диктанте «Выдающиеся люди Чувашии» в онлай-формате 👩‍💻📱.

В течение 45 минут участникам диктанта было предложено ответить на 30 вопросов, посвященных жизни, деятельности и творчеству наших выдающихся земляков.

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии
#чăвашчĕлхи
#Гимназия8Шумерля
Чăваш чĕлхи эрни пынă май, ачасене чăваш халăх тумĕн илемне курма, юратма вĕрентес тĕллевпе 3 "В" классра "Асанне арчинче" класс сехечĕ иртрĕ.

🏨Кăсăклă урок шкулти этнографи музейĕнче пулчĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе пĕрле асанне арчине уçса пăхрĕç, унăн вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.

Çак урокра чăваш халăхĕн тум-тир илемлĕхне, авалхи асамлӑхне тата пӗлтерӗшне ачасене туйма хăнăхтарасси пĕрремĕш вырăнта пулчĕ.
Вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе "Асанне арчинче" сăвва вылляса кăтартрĕç.

#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи
#ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
🎓Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци иртрĕ.

📝Çак акцие Чăваш Республикин Çĕмĕрле хулин муниципалитет пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан бюджет учрежденийĕ «8 №-лĕ Гимнази» вĕренекенĕсем хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 49 ачапа вĕрентекен диктант çырчĕç. Диктант Константин Петров çырни тăрăх хатĕрленĕ текст. Ячĕ "Уçлăхра - икĕ космонавт". 🚀Текстра Андриан Николаев тата Павел Попов космонавтсем Çĕр чăмăрĕ тавра çаврăнни çинчен каланă.

🧑‍🚀Вĕренекенсем мухтавлă ентешĕмĕр çинчен ытларах пĕлчĕç, космонавт хăйне тĕнче уçлăхĕнче еплерех туйнине, мĕнле программа пурнăçланине пĕлчĕç, хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Çамрăк ăру Иван Яковлевич Яковлев ятне ялан асра тытать.
#чăвашчĕлхи #чӑвашдиктанчӗ #пӗтӗмчӑвашдиктанчӗ
#ЗахаровМинобразования21 #ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии
#Гимназия8
#Гимназия8Шумерля
Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш халӑхне ҫутта кӑлараканĕ - И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Çĕмĕрле хулин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан "8-мĕш Гимназийĕнче" «Чечеклентĕр Чăваш Енĕм!» ятлă чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

🌟Паян вĕренекенсем "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" класс сехетне хутшăнчĕç. Чăваш тумтирĕ — хамăр халăх çинчен чылай кăсăкли каласа пама пултарать. Ачасем чăваш тумĕпе тата тĕррипе паллашрĕç. Ěлĕк тумтир мĕнле ĕçленине тепе хурса, урок вăхăтĕнче арщын тата хĕрарăм кĕпи ăсталарĕç.

По сложившейся традиции в МБОУ "Гимназия №8" г. Шумерля пройдет ежегодная неделя чувашского языка и литературы "Процветай Чувашский край!", приуроченная ко Дню чувашского языка, а также к 175-летию со дня рождения выдающегося просветителя и общественного деятеля И. Я. Яковлева.
Неделя чувашского языка проводится с целью сохранения и развития национального языка.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
💫Чăваш чĕлхи эрни шайĕнче 💫

Чăваш чĕлхи кунне тата Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа пуҫламӑш классен вĕрентекенĕ Архипова Т.М. 9а классра "И.Я. Яковлев пурнăç утăмĕпе" ("По страничкам жизни И.Я. Яковлева") класс сехечĕ ирттерчĕ.

🌟Чăваш чĕлхипе ирттернĕ меропиятисенче ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхаланаççĕ.

☝️Çамрăк ăру Иван Яковлевич Яковлев ятне ялан асра тытать.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
Чăваш чĕлхипе литература эрни шайĕнче пуҫламӑш классен вĕрентекенĕ Виссарова Л.В., 3в классра вĕренекен ачасене кашни кунах Чăваш енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе паллаштарчĕ.

💢Вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан,
çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе янă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ӗçӗхӗлӗпе тата вăл тăрăшнипе уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн паллă вĕренекенĕсемпе  паллашрĕç.
Унсăр пуçне А. Николаев, В. Чапаев тата ытти чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çынсен ячĕсем класс сехечĕсенче янрарĕç.

☝️Пирĕн Чăваш ен паллă çынсемпе пуян, вĕсене пурне те вĕренекенсем асра тытаççĕ.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
💢 Иван Яковлевич Яковлев чăвашсен илемлĕ литературине аталанма çул уçса парас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Унăн ăса вĕрентекен пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулаççĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн илемлӗ хайлавӗсене вуласан ачасем ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен хисеплеме, тимлӗх уйӑрма вӗренеҫҫӗ.

💫5-мĕш класра вӗренекенсем Чăваш чĕлхипе литература эрни шайĕнче И.Я. Яковлев📚 калавӗсемпе паллашрĕç, вĕсем тăрăх 🎨 ӳкерчĕксем турĕç. 🙋‍♀️Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури» ("Мышонок на прогулке"), «Автан» ("Петух"), «Кашкăрпа сурăх путекки» ("Волк и ягненок"), «Кулачă» ("Калач"), «Лаша шырани» ("Как мужик лошадь искал") калавсем килĕшрĕç.

☝️Вĕренекенсем ăсчахăмăрăн калавĕсем пурте лайăха тата ырра çеç вĕрентнине палăртрĕç.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
🎓Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш халăхне çyтта кăлараканĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175-çул тултарнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци иртрĕ.

📝Çак акцие Чăваш Республикин Çĕмĕрле хулин муниципалитет пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан бюджет учрежденийĕ «8 №-лĕ Гимнази» вĕренекенĕсем хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 56 🙋‍♀️ачапа 👩‍🏫вĕрентекен диктант çырчĕç. Диктант Юхма Мишши çырни тăрăх хатĕрленĕ текст. 📃Текстра тăван халăхĕшĕн улăпла пысăк ĕç тунă Иван Яковлевич Яковлев çинчен каланă.

💢Вĕренекенсем мухтавлă ентешĕмĕр Иван Яковлев – чаплă педагог, историк, этнограф, пултаруллă куçаруçă, чăвашла çырнă вĕренӳ кĕнекисен авторĕ пулнине аса илчĕç, хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Иван Яковлевич Яковлев çутта кăлараканăн ятне çамрăк ăру яланах асра тытать.

#Яковлев175лет
#чăвашчĕлхи
#ЯнраЧăвашЧĕлхи #ЗвениЯзыкЧувашский
#Гимназия8Шумерля
#чӑвашдиктанчӗ #пӗтӗмчӑвашдиктанчӗ