Алёна Елизарова | Минтруд Чувашии
1.69K subscribers
1.9K photos
88 videos
110 links
Официальный канал Алены Елизаровой Министра труда Чувашской Республики
Download Telegram
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Хисеплĕ ентешсем, сире чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа ăшшăн саламлатӑп! Вăл тăрăшнипе эпир паян тăван чĕлхепе калаçма, çырма, вулама пултаратпăр.

Чĕлхе – пирĕн пуянлăх, пирĕн аваллăх тата малашлăх! Анне чĕлхи илемлĕ те янăравлă, çепĕç те асамлă. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче тăван чĕлхе чи хакли пулĕ! Тăван чĕлхене упрасчĕ!

Уяв ячĕпе!

#АленаЕлизарова #Чăваш_чĕлхи_кунĕ #ЯнраЧăвашЧĕлхи
Чӑваш чӗлхи — анне чӗлхи!

Анне чĕлхи илĕртӳллĕ, çепĕç те илемлĕ, янăравлă та юрă пек кĕвĕллĕ. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче тăван чĕлхе чи хакли пулĕ. Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.

Эпир ӑна чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Вăл тăрăшнипе паян тăван чĕлхепе калаçма, çырма, вулама пултаратпăр. Аслă вĕрентекенемĕр чăваш халăхне чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Ҫак пиле манас марччӗ!

Куллен тăван чĕлхепе пупленĕ чухне, вăл чĕрĕ пулĕ! Чăвашла калаçасчĕ! Уяв ячĕпе!

#АленаЕлизарова #Чăваш_чĕлхи_кунĕ #ЯнраЧăвашЧĕлхи