МБОУ «ГИМНАЗИЯ №8» Г.ШУМЕРЛЯ
610 subscribers
8.32K photos
327 videos
1 file
204 links
Новостной школьный канал
Download Telegram
💢 Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикинче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ.
💢26 ноября республика будет отмечать День чувашской вышивки.

☝️Ку уяв халлĕхе çамрăк пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çaв.

💫Çак уява халалласа Çĕмĕрлери "8-мĕш гимназинче" Чăваш тĕррин эрни уçăлчĕ.
👫8 класс ачисене чăваш тумĕсемпе, йăли-йĕркипе паллаштарсан вăйă картине вырнаçрăмăр. 💍 "Çĕрĕ пытармалла" вăйă хула вĕренекенĕсене питĕ кăсăклантарса ячĕ.

🪡Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать.

#яичувашскаявышивка
#Деньчувашскойвышивки
#ДмитрийЗахаровМинобрЧР #ДмитрийЗахаровЧувашия #МинобразованияЧувашии #образованиеЧувашии
#Гимназия8 #Шумерля
#Гимназия8Шумерля
💢Чăваш тĕррин эрни шайĕнче Çĕмĕрлери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан "8-мĕш гимназинче" 5-6 классенче "Асамă тĕрĕ тĕнчи" класс сехечĕсем иртеççĕ. Ку уроксенче ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашаççĕ, кашни орнамент тĕсĕ мĕне пĕлтернине тĕпчеççĕ.

Кăсăклă уроксем ирттерме PUKANE.RU урлă пирĕн алла çитнĕ чипер пуканесемшĕн тав сăмахĕ калатпăр.

💫Чăваш тумĕн, эрешĕн кашни япалинчех чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.

💢В рамках недели Чувашской вышивки в 5-6 классах МБОУ "Гимназия №8" г. Шумерля проходит цикл классных часов "Волшебный мир вышивки" ("Асамă тĕрĕ тĕнчи"), где обучающиеся знакомятся с национальным узором, толкованием орнаментов, символикой и значением цветов на вышивке.

#яичувашскаявышивка
📸Обучающиеся и педагоги МБОУ "Гимназия №8" г. Шумерля принимают активное участие в флешмобе #яичувашскаявышивка , организаванным Чувашский национальный музей и приуроченным ко Дню чувашской вышивки.

#чувашнацмузей #чувашскаявышивка #вышивка #народныйкостюм #красотки #яичувашскаявышивка #чувашскаяреспублика #деньчувашскойвышивки #деньчувашскойвышивки2022
#Гимназия8 #Шумерля
#неделячувашскойвышивки